Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Юратнӑ сӑмах - Володя Яндуш

Чӑвашсен нумай хитре сӑмахсем,
Анчах та пӗри чи хитри
Тухать-и колхозник ҫурхи акана,
Вӑрҫать такама, вӑрҫать такама

Каччӑ тӑрать хӗрпе юнашар
Пӑхатӑн та, чун савӑнать
Ак, каччӑ хӗре ыталать те илтет:
"Шӑлсам сӑмсуна! Шӑлсам сӑмсуна!"

Доярка ирпе анать фермӑна
Унӑн план тултармалла
Пӗрремӗш сӑмахӗ кӗрсен фермӑна -
"Мӗскер эс кавлен?! Мӗскер эс кавлен!?"

Хӗрӗх пӗрремӗш ҫул. Мускав хыҫалта.
Пыраҫҫӗ танксем ҫывхарса
Паттӑр чӑваш пӑшалне сулласа
Чупать малалла, чупать малалла!

Пӗрремӗш хутчен, пӗрремӗш класра
Шкул ачи ларать ахӑрса
"Кулма юрамасть!" - тет учитель ӑна.
Шкул ачин пӗр хурав! Шкул ачин пӗр хурав!

Пӗчӗк Ваҫҫа выртать сӑпкара
Ултӑ уйӑхра Ваҫҫа
"Камӑн ачи?" эс ыйтсан Ваҫҫаран,
Ваҫҫа хуравлать! Ваҫҫа хуравлать!


CVL:
Juratnӑ sӑmah

Chӑvashsen numaj hitre sӑmahsem,
Anchah ta pӗri chi hitri
Tuhat"-i kolhoznik şurhi akana,
Vӑrşat" takama, vӑrşat" takama

Kachchӑ tӑrat" hӗrpe junashar
Pӑhatӑn ta, chun savӑnat"
Ak, kachchӑ hӗre ytalat" te iltet:
"Shӑlsam sӑmsuna! Shӑlsam sӑmsuna!"

Dojarka irpe anat" fermӑna
Unӑn plan tultarmalla
Pӗrremӗsh sӑmahӗ kӗrsen fermӑna -
"Mӗsker es kavlen?! Mӗsker es kavlen!?"

Hӗrӗh pӗrremӗsh şul. Muskav hyşalta.
Pyraşşӗ tanksem şyvharsa
Pattӑr chӑvash pӑshalne sullasa
Chupat" malalla, chupat" malalla!

Pӗrremӗsh hutchen, pӗrremӗsh klasra
Shkul achi larat" ahӑrsa
"Kulma juramast"!" - tet uchitel" ӑna.
Shkul achin pӗr hurav! Shkul achin pӗr hurav!

Pӗchӗk Vaşşa vyrtat" sӑpkara
Ultӑ ujӑhra Vaşşa
"Kamӑn achi?" es yjtsan Vaşşaran,
Vaşşa huravlat"! Vaşşa huravlat"!


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

reflejo тӳрлетнӗ, информацие 2006-01-11 22:15:13 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4548 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем